Унӑн виллине 2006 ҫултах тупнӑ. Анчах ҫав арҫын кам пулнине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пулӑшу ыйтать.
Вилене Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчи кивӗ ҫӑва ҫинче тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Арҫын 25-45 ҫулти пек курӑннӑ. Хӑй 165-173 сантиметр ҫӳллӗш.
Кам та пулин ҫак арҫынна паларӗ тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8(8352)-66-24-31 8-(83533)-2-35-98 е 02.
Ҫулла вӗҫленсе пырать. Шыва кӗрекенсем вара халӗ те пур. Ара, ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать.
Паян каҫхи 7 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Атӑл хӗрринче ҫын виллине асӑрханӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна шывран илсе тухнӑ. Ку Афанасьев пляжӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын путса вилнӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Паян ирхине 7 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 8-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ.
Ку Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Арҫын тӳрех вилнӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 27 ҫулти ҫамрӑка вӗлернӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем шӑллӗне, 20 ҫулти ҫамрӑка, тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле 20-рискер килӗнче ӳсӗр пулнӑ, пиччӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӑл пӗртӑванне кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Пиччӗшӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Метикасси ялӗнче хӗрарӑм ӗҫҫи вӑхӑтӗнче сарӑмсӑр вилнӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тимӗр алӑк айне пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӑнтӑрла тырӑ упрамалли вырӑнта трактор ӗҫленӗ. Руль умӗнче 39 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл ӑнсӑртран склад алӑкне лектернӗ. Тимӗр алӑк йӑтӑнса аннӑ. Шӑп ҫавӑнта хӗрарӑм тӑнӑ. Вӑл алӑк айне пулсан вилмеллех аманнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан арҫын амӑшне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче арҫын верандӑра пулнӑ. Унта вӑл ватӑ амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна тӗксе янӑ. Лешӗ ӳксен пуҫӗнчен кӗреҫепе 10 хутран кая мар ҫапнӑ.
Ватӑ хӗрарӑм йывӑр суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ.
Улатӑр районӗнче 10-ри ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл шыва путса вилнӗ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Ача тантӑшӗсемпе пӗрле Суйкӑн ялӗнчи пӗвене пулла кайнӑ. 10-ри ача шыва кӗме шутланӑ. Шала кӗнӗ те чыхӑнса кайнӑ. Вӑл ишме пӗлмен. Ҫывӑхра аслисем те пулман. Ача шыв тӗпне анса кайнӑ.
Следовательсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Дементьев урамӗнчи 15-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш ҫуртӑн подьезчӗ умӗнче ҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Хӑй 50-55 ҫулсенчи пек курӑнать. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен арҫын вилнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 50-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче, арҫын виллине тупнӑ. 10 хутлӑ ҫурт умне оперативлӑ службӑсем ҫитнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Вӑл пӗр 30 ҫулсенче пулнӑ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти Алина Марковӑна 3 уйӑх ытла шыраҫҫӗ. Ун пирки халӗ те сас-хура ҫук.
30-ти хӗрарӑм ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ун чухне ӑна «Лиза Алерт» ушкӑн хастарӗсем те шыранӑ. Анчах тупайман.
Халӗ Алина Маркова ҫухални пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпар вырнаҫтарнӑ, пулӑшу ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫак хӗрарӑма курнисене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |